Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юмах тени ырра вӗрентӗрччӗ

Ача юмахсӑр ӳсмест. Ытла та лайӑх мел шутласа тупнӑ-ҫке пирӗн мӑн асаттесемпе асаннесем, юмахпа усӑ курса пӗчӗк ача чӗринче ырӑ туйӑм ҫуратма тӑрӑшнӑ. Чи илемлӗ те ӑслӑ юмахсем, паллах, халӑхра анлӑ сарӑлнисем. Унта пурте вырӑнлӑ, пӗр ытлашши сӑмах та, нимӗнле пӑтранчӑк шухӑш та ҫук.
Юмах жанрне ҫыравҫӑсем килӗштерни те паллӑ. Куҫма Чулкаҫ ав юмахӗсемпех чапа тухрӗ. Ҫыракансем татах та пур-ха, анчах пурин те ӑнӑҫлӑ пулса тухмасть. Юмах ӑстисем Чӑвашра ҫеҫ мар, тӗнчипе те сахал: урӑхларах шухӑшлав тата ача-пӑча психологине лайӑх пӗлни кирлӗ. Унсӑрӑн хайлав юмах шайне лараймасть. Вуласа пӑхар-ха Р.Сарпи юмахӗсене («Тӑван Атӑл», 2007, 8№). «Сар чечек» ятлӑ хайлавра ӗҫ-пуҫ Сар Чечекпе Шапашка хушшинче пулса иртет. Шапашкӑ тесе пӗчӗк шапана каланӑ та-ха, анчах пачах та чӑвашла шухӑшлавран тухнӑ ят мар, вырӑслатса каланӑскер. Сар Чечектилӗ ҫывхарнине курсан Шапашкӑна хӑй ҫеҫкипе хупласа ҫӑлса хӑварать. Тилӗ айккинелле пӑрӑнсан Сар Чечек Шапашкӑна ирӗке ярса «тав сӑмахӗ кӗтсе» тӑрать. Анчах кӗтсе илеймест. Харкашу пуҫланса каять. Юрӗ-ха, ырӑ ӗҫе ӑна тав сӑмахӗ илтессишӗн туманни пирки калаҫмӑпӑр. Урӑххи ҫӳҫентерет. Автор Шапашкӑна ытла та хаяр сӑмахсемпе вӑрҫтарать:
«Ниме тӑман чечек! Путсӗр! Ҫӗр ҫӑттӑр сана, пӗт эсӗ. Вил!.. Эп сана-и? Эп сана вӗлермесӗр те лӑпланмастӑп».
Асӑннӑ хӑрушӑ сӑмахсем пачахта пӗчӗк ачасем валли мар, юмах чӗлхи те мар, бандитсен калаҫӑвӗ евӗрлӗскер кӑна.
Ҫакӑн йышши калаҫу ытти юмахсенче те сисӗнет. «Саплӑклӑ шӑлаварти» пӗчӗкҫӗ Илемпи амӑшне темиҫе хутчен: «Ҫӗнни илсе пар!» — тесе кӑшкӑрса ыйтать. Тӑвайккинче пӗрле ярӑнакан юлташӗсем Илемпирен саплӑклӑ шӑлавар, кӗлмӗҫ тесе кулаҫҫӗ иккен. Кунта та ӗненӳлӗх ҫук. Ярӑннӑ чух ачасен савӑнӑҫӗ пачах та тумтирте мар, мӗнле лайӑхрах ярӑннинче. Ҫав самантра пуянлӑхпа чухӑнлӑх пирки калаҫни ача-пӑча психологипе пач та явӑҫса тӑмасть. Ҫакӑ вӑл автор ачасене хӑй пек калаҫтарни ҫеҫ.
«Тюльпансем» юмахра Р.Сарпи пӗчӗкҫӗ хӗр ачана алла лум (?!) тыттарса кӳршӗ хӳмине хирсе уҫтарать те ют пахчана кӗртсе ярать. Сӑлтавӗ вара самай иккӗленӳллӗ пек. Кӑнтӑр енчен ҫил вӗрнӗ чух юнашар пахчаран хӗрачасем еннелле тутлӑ шӑршӑ сарӑлать иккен. Кӳршӗ пахчинче вара, тӗрӗссипе, таврана шӑршӑ сарма пултаракан сирень те, ҫӗмӗрт те, жасмин та ҫук. Пӗр кӗтесре пысӑках мар тюльпан йӑранӗ кӑна. Тюльпан шӑрши хӳме урлӑ каҫса юнашар киле сарӑлмалӑх ҫуккине пӗлетпӗр ӗнтӗ, автор анчах чухлаймасть. Хӗрача чечексене татса кайнине асӑрхасан вӗсем патне Макар мучи пырса каять.
«Макӑр мучи нимӗн те чӗнмерӗ, — вулатпӑр юмахра, — пуҫне сулкаласа сада тухрӗ. Куҫ айӗн сӑнаса тӑтӑм: эпӗ хӑйпӑтса ӳкернӗ хӑмана хӑй вырӑнне лартрӗ те лумпа ҫапса хытарчӗ. Вара ҫаплах пуҫне сулкаласа тухса кайрӗ». Хӗрарӑм шухашлавӗ ӗнтӗ.
Тепӗр хут йӗркипе пӑхса тухар-ха. Хӗрача малтан чышса пӑхса тӗрӗслесе саккӑрмӗш хӑма пушӑраххине пӗлет, унтан силлесе кӑштах хускатнӑ хыҫҫӑн лумпа хирсе уҫать. Хӑми лаш! ҫеҫ хӑйпӑнса ӳкет. Тӗрӗслӗх вара урӑхла: аялти пӑтине кӑларнипе хӑма лаш! ӳкмест, ҫӳлти пӑти тытать. Хӑмана «чышкӑласа пӑхса» хускатнӑ хӳме кашти хӗрачасен енчине пӗлтерет. Апла тӑк Макар мучи хӑмине лумпа ҫапса тӳрлетсен кӳршӗсем патӗнчен тухса кайма пултарайман. Лумпа пӑта ҫапни те ӗненӳллӗ мар. Йӗркеллӗ арҫын ун пек чух пӑтине кӑларса тӳрлетет те ҫӗнӗрен ҫапать, малтанхи шӑтӑка кӗртмест. Кунта вара лумпа нимӗн те тӑваймӑн. Пӑта валли мӑлатук пур.
Хӗрача татса тухнӑ тюльпансене турпас татӑкӗпе шӑтӑк чавса ҫӗре лартса шӑварать. Чечексем каҫа хирӗҫ пур пӗрех шанаҫҫӗ. Лум тытса хӳме ҫӗмӗрме пултаракан ялта ӳсекен хӗрача татнӑ чечек упранманнине пӗлетех ӗнтӗ. Мӗнле читлӗхре ӳснӗскер-ши вара вӑл? Паллах, ӗҫпе туслӑ ӳсекенскер мар, Верук тусӗ ав «килте ҫук, хур ҫитерме кайнӑ», ку вара мӗн хӑтланнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Тюльпан чечекне черккепе танлаштарни те пӗчӗк ача шухӑшлавӗ пек туйӑнмасть.
Шухӑшлаттаракан вырӑнсем «Пӗчӗк сӗтел» калавра та тӗл пулаҫҫӗ («Тӑван Атӑл», 2007, 7№). Ашшӗ ултӑ ҫул тултаракан Илемпи валли пӗчӗк сӗтел хатӗрлет. Сӗтелне туса та пӗтермен-ха, сӑрласа та илемлетмен. Илемпи тӳрех: «Ай! Мӗнле хитре! Сӗтел! Пӗчӗк сӗтел!» — тесе кӑшкӑрса ярать. Каярах ашшӗне ҫап-ла хушса хӑварать: «Атте, эсӗ сӗтеле кӑвак сӑрӑпа сӑрла! Сӗтел варрине сарӑ хӗвел ӳкер, хӗррисене вара — чечексем. Урисем ҫине — ҫырласем. Юрать-и?»
Улттӑри ача ҫапла калаҫать-ши? Шухӑшне ҫакӑн пек предложенисемпе пӗлтерет-и? Кӑвак тӗс пирки те иккӗленӳллӗ. Психологсем, ӳнерҫӗсем ӑна сивӗ туйӑм ҫуратакан тӗс теҫҫӗ. Пӗчӗк ачасем вара урӑхлисене, савӑнӑҫлӑраххисене, ҫутӑраххисене килӗштереҫҫӗ.
«Кишӗре касса кӗмен-ши?» тенӗ чухне «тӑпӑлтарса» тесен, «параппан каласа ташлаттарӑп» тенӗ чух «ҫапса», пукана «пӳрт варрине кӗртсе лартрӗ» тенӗ чух «урай варрине» тесен тӗрӗсрех мар-ши?
«Ах! — тесе сассӑр кӑшкӑру янрарӗ вӑрманта» тенине тата ачасен мӗнле ӑнланмалла-ши?

Анатолий Кипеч,
«Тӑван Атӑл», 2008, 4№


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-25 22:57:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5430 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем